Çутă çул
-5 °С
Юр
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
9 Декабрӗн 2021, 10:54

Ачасем Геройсен кун-çулĕпе паллашнă

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Ачасем Геройсен кун-çулĕпе паллашнă
Ачасем Геройсен кун-çулĕпе паллашнă

Декабрӗн 9-мӗшӗнче — Раҫҫейре Тӑван Ҫӗршыв паттӑрӗсен кунӗ. Совет Союзӗн Геройӗсене, Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗсене, Мухтав орденĕн тата Çветтуй Георги орденĕн тулли кавалерӗсене йӑлана кӗнӗ пекех чыслаççĕ.

1992 ҫултан "РФ Геройӗ" ята Тӑван Ҫӗршыва хӳтӗлекен ултҫӗр ҫын ытла илнӗ. Вӗсем хушшинче мирлӗ условисенче хӑйсен паттӑрлӑхне тунӑ пирӗн çӗршыври ҫар служащийӗсем те. "Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗ" ят "Совет Союзӗн Геройӗ" ятран хӑйне евӗрлӗ эстафетине йышӑннӑ.

Ҫак асран кайми кун Калинин ял Советĕнчи çамрӑксемпе ӗҫлекен специалист А.Д. Зиганшина Усак Кичури вӗренекенсене виҫкӗтеслӗ конвертсем — вĕсенчеСовет Союзӗн Геройӗсен, пирӗн ентешсен биографийӗсене пичетленĕ — валеҫсе панă.

 Ҫавӑн пекех волонтерсем ял музейне ҫитсе курнă.

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: çамрăксен «Вектор» центрĕн социаллă сетьри страницинчен.

#ДеньГероевОтечества
#БижбулякскийРайон
#УсакКичу

Ачасем Геройсен кун-çулĕпе паллашнă
Ачасем Геройсен кун-çулĕпе паллашнă
Ачасем Геройсен кун-çулĕпе паллашнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: