Çутă çул
-3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
10 Декабрӗн 2021, 12:44

Мĕнле чĕлхе вăл: сэйл, майл, стайл...

Çакăн пек чĕлхепе паян ытларах çамрăксем калаçаççĕ.

Мĕнле чĕлхе вăл: сэйл, майл, стайл...
Мĕнле чĕлхе вăл: сэйл, майл, стайл...

Хаçат-журнал вуланă, телевизор курнă, радио итленĕ май мĕнле кăна çĕнĕ сăмах асăрхамастпăр. Чĕлхене нумаях пулмасть кĕнĕ сăмахсемпе экономика, информаци технологийĕсен ыйтăвĕсене хускатма йĕркеленĕ семинарсемпе «çавра сĕтелсенче» уйрăмах тăтăш усă кураççĕ.

«Гаджет», «инноваци», «уик-энд», «сэйл», «майл» йышши сăмахсем пĕрисен хăлхине çураççĕ пулсан, теприсем вĕсене питĕ çăмăллăн йышăнаççĕ, хăйсен калаçăвне те кĕрте-кĕрте яраççĕ. Васкавлăн апатланас тетĕр тĕк сире хот-дог сĕнĕç. Анчах ăшне сосиска хунă çăкăр евĕрлĕ апатăн ятне чăвашла куçарас тăк «вĕри йытă» тени пулать. Çĕнĕ тум тăхăнас килсен стилист эсир мĕнле стайлпа имиджа кăмăлланине ыйтса пĕлĕ. Енчен те паянхи çамрăк мĕнле каннине курас тесен сире секьюрити найт-клаба кĕме фейс-контроль витĕр кăларĕ-ши? Çакăн пек чĕлхепе паян ытларах çамрăксем калаçаççĕ. Вырăс-и вĕсем, чăваш-и — пĕрех.

Эсир çак пулăм пирки мĕн каланă пулăттăр?

"Хыпар" хаçатран.

Мĕнле чĕлхе вăл: сэйл, майл, стайл...
Мĕнле чĕлхе вăл: сэйл, майл, стайл...
Автор:
Читайте нас: