"Ҫӗнӗ çулта тем тепӗр курса ҫӳрени" ача-пӑча утренникĕ савӑнӑҫлӑн та хастаррӑн иртнӗ.
Представленинче ачасем Вупăр Карчăкĕпе тата Вӑрӑ-Хурахпа тӗл пулнӑ, вӗсем ултавласа ачасен уявне вӑрласшӑн пулнӑ. Юрпикене тытнă та шăнтса лартнă. Анчах ачасем Вупăр Карчăкĕ вӗсене улталанине тӳрех ӑнланса илнĕ. Вара кунта праҫник хуҫи хӑй килсе кӗнӗ те, вӑл ватӑлса ҫитнӗ пулин те, мӑнукне шырама кайнă. Вӑл ачасене пулӑшма, юмах-ултав тупсӑмне тупмалла тесе ыйтнă, вылямалла-кӑшкӑрашмалла, шавламалла, алă ҫупмалла, тенĕ.
Сасартӑк ҫул ҫинче Хĕл Мучи ултавçă Вупар Карчăкне тӗл пулать! Ӑна кучченеҫпе тараватлӑн тав тӑвать те лешӗ вара Юрпикене ирĕке кăларать те ачасемпе Хел Мучинчен каҫару ыйтать. Представлени хыҫҫӑн ачасем сӑвӑсем вуланă, юрăсем юрланă.
Сăнÿкерчĕкĕ: Кистенлĕпуçĕнчи Культура çурчĕн страницинчен.