Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
14 Кӑрлач 2022, 21:09

Тискер кайӑксем тата килтисем - пурте вĕсем тĕрлĕ

Мероприяти чӗрчунсем ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесене пӑхса вĕçленнĕ.

Тискер кайӑксем тата килтисем  - пурте вĕсем тĕрлĕ
Тискер кайӑксем тата килтисем - пурте вĕсем тĕрлĕ

Кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Çирĕклĕ ял библиотекинче "Тискер кайӑксем тата килти - пурте вĕсем тĕрлĕ" викторина иртнĕ. Мероприятие "Путене"экологи клубӗн членӗсем хутшӑннă. Викторина ыйтӑвӗсем ҫине ачасем пурте хастарлӑн та туслӑн хуравланӑ. Хаваспах хатĕрленĕ вӑйӑсене вылянă. "Вӑрман сукмакӗ çинче" мультфильм питӗ интересленсе пӑхнӑ. Ҫавӑн пекех ҫутҫанталӑка, чӗрчунсене мӗнле упрамалли тата вӗсене мӗнле хакламалли ҫинчен калаҫу иртернĕ. Мероприяти чӗрчунсем ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесене пӑхса вĕçленнĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕ ял библиотекин социаллă сетьри страницинчен.

Тискер кайӑксем тата килтисем  - пурте вĕсем тĕрлĕ
Тискер кайӑксем тата килтисем  - пурте вĕсем тĕрлĕ
Тискер кайӑксем тата килтисем  - пурте вĕсем тĕрлĕ
Тискер кайӑксем тата килтисем  - пурте вĕсем тĕрлĕ
Тискер кайӑксем тата килтисем - пурте вĕсем тĕрлĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: