Çутă çул
+9 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
18 Кӑрлач 2022, 21:39

Пӗтӗм Тӗнчери "Ĕҫе сыхласси ачасен куҫӗпе" ӳкерчӗксен конкурсĕн регионти тапхӑрӗ пуçланнă

Ҫӗнтерӳҫӗсене сасӑлав результачӗсем тӑрӑх – официаллӑ конкурс ушкӑнӗнче пухнӑ "лайксен" чи нумай йышĕпе палӑртӗҫ.

Пӗтӗм Тӗнчери "Ĕҫе сыхласси ачасен куҫӗпе" ӳкерчӗксен конкурсĕн регионти тапхӑрӗ пуçланнă
Пӗтӗм Тӗнчери "Ĕҫе сыхласси ачасен куҫӗпе" ӳкерчӗксен конкурсĕн регионти тапхӑрӗ пуçланнă

Республикӑра ҫулленхи Пӗтӗм тӗнчери "Ĕҫе сыхласси ачасен куҫӗпе" ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен конкурсĕн регионти тапхӑрне ĕçсем илме пуҫланă. Конкурс йӑлана кӗнӗ пекех Пушкӑрт отрасльсен хушшинчи институт Патшалăх ĕç инспекцийĕпе ПР Çемье, ӗҫ тата халӑх социаллӑ хӳтлӗхӗн министерстви пулӑшнипе иртет.
Хӑрушсӑр ӗҫ темипе ача-пӑча ăсталăхне виҫӗ ÿсĕм категорисенче хаклӗҫ: шкул çулне çитичченхи ачасем (3 ҫултан пуҫласа 6 ҫул таран); кӗҫӗн классенче вӗренекенсем (7 ҫултан пуҫласа 12 ҫулччен) тата аслӑ классенче вӗренекенсем (13 ҫултан пуҫласа 18 ҫулччен). Конкурса хутшӑнма 2022 ҫулхи августӑн 1-мӗшӗччен ӳкерчӗксене ярса памалла (пӗр хутшӑнаканран электронлӑ почтӑна пӗр ӗҫ кӑна хутшӑнать) [email protected] е [email protected] тата авторӑн ячĕ, хушамачĕ, ашшĕн ячĕ, ҫулĕ, номинацийӗ тата пултарулӑх ертӳҫин контакт телефонĕ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене сасӑлав результачӗсем тӑрӑх – официаллӑ конкурс ушкӑнӗнче пухнӑ "лайксен" чи нумай йышĕпе палӑртӗҫ: http://vk.com/risunok_bmipk. Ҫапла майпа суйласа илнӗ ӳкерчӗксене наци тапхӑрне ярӗҫ, вӗсен авторӗсем регион тапхӑрӗнчи лауреатсен дипломӗсене илӗҫ (рейтингри пӗрремӗш 30 автор - I степень дипломӗсем, ытти 70-шĕн – II степень дипломӗсем). Ҫавӑн пекех ҫӗнтерӳҫӗсен виҫӗ пайне палӑртӗҫ.
bizhbulyak.bashkortostan.ru

Пӗтӗм Тӗнчери "Ĕҫе сыхласси ачасен куҫӗпе" ӳкерчӗксен конкурсĕн регионти тапхӑрӗ пуçланнă
Пӗтӗм Тӗнчери "Ĕҫе сыхласси ачасен куҫӗпе" ӳкерчӗксен конкурсĕн регионти тапхӑрӗ пуçланнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: