

Кашни профессине - мухтав та чыс!
Январĕн 19-мӗшӗнче "Юный книголюб" вулав клубӗнче Л.Ф. Иванова "Тӗнчери профессисем" пӗлӳпе вӑйӑ программи ирттернӗ. Вӑл ачасене професси мӗн иккенне, профессионал пулас тесе пурнӑҫри мӗнпур ӗҫе суйласа илме ҫӑмӑлах маррине каласа панă. Унтан ачасем профессисен тӗнчине кӑсӑклӑ ҫулҫӳрев тунӑ. Вӑйӑ формипе вӗсем хӑйсене тӗрлӗ профессинче пулса пӑхнă. "Знакомство", "Загадкино", "Собиралкино", "Угадалкино", "Вспоминалкино", "Сказочная" тата "Город профессий" станцисенче пулса курнă. Учитель, врач е строитель мӗнле лайӑх енсемпе пулмаллине пӗлнĕ. Ҫавӑн пекех ачасем хӑйсене ӳнерҫӗ вырӑнне хурса, ашшӗ-амӑшӗн профессине ӳкерсе кăтартнă. Мероприяти вĕçĕнче ачасем, ӳссе ҫитсен, кам пуласси çинчен каласа панă. Кирек мӗнле ӗҫе те хисеплемеллипе, мӗнпур професси те кирлипе, мӗнпур професси те пахипе пурте килĕшнĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри ача-пӑча библиотекин социаллă сетьри страницинчен.