Çутă çул
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
24 Кӑрлач 2022, 21:11

Каток çинче тĕл пулнă

Пишпӳлекри çамрăксен "Вектор" центрĕ студентсен кунне ирттернĕ.

Каток çинче тĕл пулнă
Каток çинче тĕл пулнă

Пишпӳлекри çамрăксен "Вектор" центрĕ студентсен кунне ирттернĕ.
Январĕн 22-мӗшӗнче Пишпÿлекри каток çинче "Пăр çинчи каç!" студент кунне халалланӑ мероприяти иртнĕ.
Каҫ валли йӗркелӳҫӗсем хаваслӑ музыка, хускануллӑ вӑйӑсем тата эстафетӑсем хатӗрленĕ, сӑмахран: "Пӑрлă ҫӗлен", "Икĕ хут çаврӑнса пăх", "Космонавтсем", "Студент кунӗпе", "Каҫӑ".
Мероприятие хутшӑнакансем студентсене халалланӑ ыйтусен тупсӑмĕсене хӑвӑрт тавҫӑрса илнӗ, викторина ыйтӑвӗсем ҫине шеп хуравланӑ. Каҫӑн чи хастар студентне асӑнмалӑх парне панă.
#ДеньСтудента
#БижбулякскийРайон
#МолодежьБижбуляка
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлекри çамрăксен "Вектор" центрĕн социаллă сетьри страницинчен.

Каток çинче тĕл пулнă
Каток çинче тĕл пулнă
Каток çинче тĕл пулнă
Каток çинче тĕл пулнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: