Çутă çул
+2 °С
Юр
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
25 Кӑрлач 2022, 14:34

Пушкăрт студенчĕсем 30 пин тенкĕлĕх ĕç укçи илесшĕн

Специалистсем студентсен резюмине тĕпченĕ.  

Пушкăрт студенчĕсем 30 пин тенкĕлĕх ĕç укçи илесшĕн
Пушкăрт студенчĕсем 30 пин тенкĕлĕх ĕç укçи илесшĕн

Специалистсем студентсен резюмине тĕпченĕ.

Тӗпчев служби hh.ru Пушкӑртстанри студентсен резюмине тӗрӗслесе пӑхнă та вӗсем халь кам пулса тата мӗн чухлӗ ӗҫлесшӗн пулнине пӗлнĕ. Тишкернӗ чухне аслӑ пӗлӳ илессине вӗҫленмен 18-24 ҫулсенчи ĕç шыракансен резюмисене шута илнӗ. Раҫҫейре вӗсем паян пӗтӗм резюмерен 8 процент, Пушкӑртстанра — регионти пӗтӗмӗшле резюмесен 6,6 проценчӗ, ку вӑл ҫӗршывĕпе 40-мĕш вырӑнпа танлашать.

Ӗҫ шыракансен пӗтӗмӗшле пайӗнчен ытларах студентсем паян Чечен Республикинче (регионти мӗнпур резюмерен 12,1%), Ингушети Республикинче (11,7%), Мускавра (9,8%), Санкт-Петербургра (9,8%) тата Воронеж облаҫӗнче (9,5%). Ӗҫ шыраса тупакан Пушкăртстан студенчӗсем ытларах администраторсен резюмисене уҫаҫҫӗ — студентсен резюминчен 8 процент. Иккӗмӗш вырӑнта халӑх юратакан суту-илÿ е клиентсемпе ĕçлекен менеджер профессийӗ (7,9%), виҫҫӗмӗш — инженер-конструктор (6,9%), тӑваттӑмӗшӗнче — курьер ӗҫӗ (4,6%), пиллӗкмӗш — программист (4,5%).

Пушкӑртстанри студентсем ĕçленешĕн илме шутлакан ӗҫ укҫи 30 пин тенкӗпе танлашать, Раҫҫейпе танлаштармашкӑн ку — 40 пин тенкӗ.  

 «МГ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.

Пушкăрт студенчĕсем 30 пин тенкĕлĕх ĕç укçи илесшĕн
Пушкăрт студенчĕсем 30 пин тенкĕлĕх ĕç укçи илесшĕн
Читайте нас: