Çутă çул
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
25 Кӑрлач 2022, 16:50

Пушкăртстан Пуçлăхĕ студентсене саламланă

Радий Хабиров хӑйĕн социаллă сетьри страницинче студент ҫулӗсене аса илнӗ.

Пушкăртстан Пуçлăхĕ студентсене саламланă
Пушкăртстан Пуçлăхĕ студентсене саламланă

Радий Хабиров хӑйĕн социаллă сетьри страницинче студент ҫулӗсене аса илнӗ те подписчикĕсене унӑн "Привлечение в качестве обвиняемого как стадия уголовного процесса" диплом ӗҫĕн теми çинчен каласа панă.

— Анчах пурнӑҫ кӑшт урӑхларах пулса тухрӗ, ҫак пӗлӳсемпе усӑ курасси тÿр килмерĕ мана, — палартнă Радий Фаритович.

Ҫавӑн пекех регион ертӳҫи çак кунсенче Раҫҫейри педагогика шкулӗсенчен пӗри — Акмулла ячĕллĕ Пушкăрт патшалăх педагогика университечĕ 55 çулхи юбилейне палăртнине аса илтернĕ.

Ҫавӑн пекех Пушкӑртстанра аслӑ пӗлӳ тата ӑслӑлӑх сферинче пулса иртекен пысӑк улшӑнусем пирки каланă Радий Фаритович:

— Еврази ӑслӑлӑхӗпе вӗренӳ центрӗ туса хуни пирӗн вузсен пысӑк вӑй-хӑватне пӗрлештерет. Пӗтӗм Тӗнчери студентсен кампусне тумалли проекта Раҫҫей Правительстви пулӑшса тӑнӑ.

Эпир хамӑр республикӑра аслӑ пӗлӳ илессишӗн тӑрӑшатпӑр. Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ республикӑри вузсене паракан патшалăх пулăшăвĕ "Приоритет-2030" программӑпа грант илекенсенсене унӑн сумми 200 миллион тенкӗ шутланать, тесе аса илтернĕ.

— Эпир хамӑр университетсене аталантарма яланах хушма ресурссем тупатпӑр тата малашлӑхлӑ проектсемпе пуҫарусене пулӑшатпӑр. Студентсене пурне те уявпа, БГПУ тата юбилейпа, 55 ҫулпа! Пысӑк ҫитӗнӳ! Пире пур ҫӗрте те шанӑр! —хуравланă регион ертӳҫи.

 «МГ» информацийĕпе.

Пушкăртстан Пуçлăхĕ студентсене саламланă
Пушкăртстан Пуçлăхĕ студентсене саламланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: