Çутă çул
+11 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
25 Кӑрлач 2022, 20:51

Пушкӑртстанра волонтер студентсене наградӑланă

Чаплӑ мероприяти "Единая Россия" партин регионти ӗҫтӑвкомӗнче пулнă.

Пушкӑртстанра волонтер студентсене наградӑланă
Пушкӑртстанра волонтер студентсене наградӑланă

Чаплӑ мероприяти "Единая Россия" партин регионти ӗҫтӑвкомӗнче пулнă.
Юлашки ҫулсенче Пушкӑртстанри волонтерсен юхӑмӗ ҫӑмӑлах мар пулин те вăй илсе пырать. Студентсем пандеми вăхăтĕнче апат-çимĕç наборĕсем валеçме пулӑшнӑ, ҫуркунне вара, Ҫӗнтерӳ кунне уявланӑ чухне, волонтерсем Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсен вилтăприсене йӗркене кӗртнӗ.
"Единая Россия" партин регионти ӗҫтӑвкомӗн ертӳҫи, ПР Патшалӑх Канашĕн - Курултайĕн Председателӗн заместителӗ Рустем Ахмадинуров Пушкӑртстанра пурӑнакансене питӗ кирлӗ «Наша забота» волонтерсен штабĕн ӗҫ-хӗлӗ ҫинчен каласа панă.
"МГ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанра волонтер студентсене наградӑланă
Пушкӑртстанра волонтер студентсене наградӑланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: