Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Çамрăк ăру
27 Кӑрлач 2022, 06:21

Анастасия квалификаци ĕçне ăнăçлă хÿтĕленĕ

Пултаруллă чăваш хĕрне Анастасийăна юлташĕсемпе ĕçтешĕсем саламлаççĕ.

Анастасия квалификаци ĕçне ăнăçлă хÿтĕленĕАнастасия квалификаци ĕçне ăнăçлă хÿтĕленĕ
Анастасия квалификаци ĕçне ăнăçлă хÿтĕленĕ

Январӗн 26-мӗшӗнче Анастасия Данилова квалификаци ӗҫне (магистр диссертацине) "Чӗлхесемпе культурӑсен диалогӗнчи филологи" программин вӗрентӳ пӗлӗвне хӳтӗленӗ. Магистрантка «Семантика и символика лексем со значением числа в чувашском языке» темӑпа тӗпчев ĕçне тӑратнӑ, унӑн наука ертӳҫи филологи наукисен кандидачӗ, Л.В. Коротаева доцент пулнă. Сăмах май каласан, Анастасия Петровна Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта вăй хурать.

Пушкăрт патшалăх университечĕн Ҫтерлӗ филиалӗнчи тутар тата чӑваш филологийӗн кафедрин коллективӗ А.П. Данилова магистранта магистер диссертацине ӑнӑҫлӑ хӳтĕленĕ ятпа саламлать тата малашне ҫитӗнӳсем сунать.

Пултаруллă чăваш хĕрне Анастасийăна юлташĕсемпе ĕçтешĕсем саламлаççĕ, педагогика ĕç-хеленче ăнăçусем сунаççĕ.

Сăнÿкерчĕкĕ: социаллă сетьрен.

Анастасия квалификаци ĕçне ăнăçлă хÿтĕленĕ
Анастасия квалификаци ĕçне ăнăçлă хÿтĕленĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас