Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
28 Кӑрлач 2022, 14:02

Ленинград блокадине татнине аса илнĕ

Январĕн 27-мӗшĕнче Ситек шкулĕнче "Ленинград ачисен куҫӗпе" документлӑ фильм пăхнă тата хӑюлӑх урокӗ ирттернĕ.  

Ленинград блокадине татнине аса илнĕ
Ленинград блокадине татнине аса илнĕ

Ленинград хулине тăшман çарĕ вăрçă пуçлансанах хупласа илнĕ. 3 миллиона яхăн çын тыткăнри пек пурăннă. Кунĕн-çĕрĕн бомба-снаряд ÿкнĕ. Унтан хăрушă выçлăх çитнĕ. Хула урамĕсенче чĕр-чунсем кăна мар, курăк та юлман. Выçса çитнĕскерсем стена çинчи обоя та çурса çинĕ. Кунсерен çĕршер çын пурнăçран уйрăлнă. Çапла, блокада 871 куна тăсăлнă, пĕтĕмпе 2 млн çыннăн кун-çулне татнă. Çавах та Ленинград чĕрĕ юлнă, темле вăйсăрлансан та тăшмана парăнман.
Эпир ҫав вӑрҫӑ ҫулӗсене нихӑҫан та манас ҫук. Астӑвӑмӑн ӗмӗр сӳнми вут-ҫулӑмӗ ҫутӑ пуласлӑхшӑн ҫапӑҫнӑ паттӑрсемпе паянхи ӑрусене ҫыхӑнтарса тӑрать. Вӑрҫӑ ҫулӗсем ватӑ ҫынсен пурнӑҫӗнче тарӑн йӗр хӑварнӑ – ҫамрӑклӑх пулман, нумайӑшӗ ҫывӑх ҫыннисене ҫухатнӑ, чуна ыраттаракан сурансем юлнӑ...

Ҫавна май пирӗн ҫӗршывра январӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа 27-мӗшӗччен "Блокада ҫӑкӑрĕ" акци иртет. Январĕн 27-мӗшĕнче çав акци шайӗнче Ситек шкулĕнче "Ленинград ачисен куҫӗпе" документлӑ фильм пăхнă тата хӑюлӑх урокӗ ирттернĕ.

"Блокадный Ленинград" квест иртнĕ, командӑсене Хисеп грамотисем панă.


#блокадаҫӑкӑрӗ #ленинград #хӑрушӑвӑрҫӑ #асӑнукаҫӗ

Сăнÿкерчĕкĕ: Сергей Семенов.

Ленинград блокадине татнине аса илнĕ
Ленинград блокадине татнине аса илнĕ
Ленинград блокадине татнине аса илнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: