Çутă çул
+7 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
2 Нарӑсӑн 2022, 21:23

Уфари 12 ҫулхи коллекционер хӑйӗн талантне телевиденинчи шоура кăтартнă

"Пятница!" каналти "Вундеркинды" шоу малалла пырать, унта ачасем хӑйсен пултарулӑхӗсемпе укçа-тенкĕ ӗҫлесе илеҫҫӗ.

Уфари 12 ҫулхи коллекционер хӑйӗн талантне телевиденинчи шоура кăтартнă
Уфари 12 ҫулхи коллекционер хӑйӗн талантне телевиденинчи шоура кăтартнă


"Пятница!" каналти "Вундеркинды" шоу малалла пырать, унта ачасем хӑйсен пултарулӑхӗсемпе укçа-тенкĕ ӗҫлесе илеҫҫӗ. Проекта ертсе пыраканни Роман Каграманов блогер.
Ҫӗнӗ кӑларӑмӑн ҫӑлтӑр хӑнисем Шурапа Ренат Агзамов пулнă. Правилӑсем тӑрӑх ҫӑлтӑрсен команди интуиципе усӑ курса студири ачасен мӗнле талант пуррине пӗлме тивӗҫ. Кашни йӑнӑшшӑн ачасен команди укҫа илет. Ҫӗнӗ кӑларӑмра вундеркиндсен командинче Уфари 12 ҫулхи Алан Хадеев пулнӑ. Алан сехет коллекцилес тата юсас енӗпе ăста. Ачан тӗрлӗ маркӑсен 600 тӗслӗ сехечӗ пур. Унӑн коллекцийӗнче 17-мĕш ӗмӗрти механизмсем те пур. Кирек мĕнле сехете те тенӗ пекех вӑл салатса пуçтарма пултарать. Ҫакна Алан ҫӑлтӑрсен командине кӑтартнӑ та. Ача Ренат Агзамовӑн сехетне сÿтсе тепĕр хут пуçтарса панă.
"Вундеркинды" проекта Раҫҫейри тӗрлӗ хуласенчен 3-16 ҫул таран талантлӑ ҫӗр ытла ача хутшӑнать.
"МГ" информацийĕпе.

Уфари 12 ҫулхи коллекционер хӑйӗн талантне телевиденинчи шоура кăтартнă
Уфари 12 ҫулхи коллекционер хӑйӗн талантне телевиденинчи шоура кăтартнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: