Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
4 Нарӑсӑн 2022, 16:26

Пишпÿлек каччисем çар профессине суйлаҫҫӗ

Районти ҫар комиссариатӗнче ҫар учрежденийӗсене вĕренме кӗрес текенсен профсуйлав иртет.  

Пишпÿлек каччисем çар профессине суйлаҫҫӗ
Пишпÿлек каччисем çар профессине суйлаҫҫӗ

 

Районти ҫар комиссариатӗнче ҫар учрежденийӗсене вĕренме кӗрес текенсен профсуйлав иртет.

Вӑтам шкултан вӗренсе тухакансемшӗн вӗренӳ ҫулӗ майӗпен вӗҫленсе пырать, ҫавӑнпа яшсемпе хӗрсемшӗн пурнӑҫ ҫулне хӑй тӗллӗн суйласа илмелли чи малтанхи тата чи кирлӗ самант пулса тӑрать.

— Эпир тӑвӑллӑ вӑхӑтра пурӑнатпӑр: технологисем хӑвӑрт аталанаҫҫӗ, нумай пулмасть кӑна ӗмӗтленнӗ япаласем чăнлăх пулса тӑраççĕ. Професси сферинче те: темиҫе ҫул каялла кирлӗ тата ятлӑ-сумлӑ специальноҫсем паян е иккӗмӗш плана кайнӑ, е вӗсенчен хӑш-пӗрисем кӑна ӑнӑҫлӑ пурнăç тивĕçтерме пултараҫҫӗ, ыттисемпе специалистсем нумайланса ҫитнӗ.

Пултаруллӑ профессисем хушшинче пирӗн ҫӗршывра кирек хӑҫан та тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнса тӑракан профессисем пур. Ку вӑл — Тӑван Ҫӗршыв хӳтӗлевҫи, — тет Пишпÿлекри ҫар комиссарӗн аслӑ помощникӗ тата граждансене ҫар службине кайма чӗннине йӗркелес енӗпе ĕҫлекен Ильгиз Нагимов. — Пишпӳлек районӗнчи ҫар комиссариатӗнче 2022 ҫулхи январь-апрельте граждансене аслӑ тата вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан программӑсем тӑрӑх ҫар учрежденийӗсене вӗренме кӗме суйлаҫҫӗ. Кун пек кандидатсем пур ӗнтӗ.

 

Кирилл Павлович Галуза, Пишпÿлекри 1-мĕш вӑтам шкулти 11 класра вӗренекен:

— Шкул пӗтерсен Пензӑна вӑтам ҫар хатӗрӗпе ҫыхӑннӑ программӑпа килӗшӳллӗн ҫар академийӗн пурлӑхпа техника тӗлӗшӗнчен тивӗҫтерекен филиалне вӗренме кӗме шут тытрӑм. Ӳт-пӗвӗм сывӑ, куҫӑм йӗркеллӗ: вунпилӗк хут туртӑнатӑп, пневматика винтовкинчен питӗ лайӑх перетӗп, бокспа аппаланатӑп. Туссем ҫар ҫынни пуласшӑн мар, мана та ан кай унта, теççĕ. Анчах ҫар служби мана яланах интереслентеретчӗ. РФ Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсен чӑн-чӑн офицерӗ пулас тетӗп. Ку йышӑнӑва Пăслăкри пилӗк кунлӑх вӗренӳ сборӗ ирттернӗ чухнех йышӑннӑ. Ҫар ҫыннисем мана килӗшеççĕ. Ҫитменнине тата ман класран Евгений Миронов чӑн-чӑн офицер пулас килет. Вӑл Мускаври МЧС граждан хӳтӗлевӗн академине кӗме шут тытрӗ.

Владимир СМОЛОВ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.

Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.

 

Пишпÿлек каччисем çар профессине суйлаҫҫӗ
Пишпÿлек каччисем çар профессине суйлаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: