Çутă çул
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
4 Нарӑсӑн 2022, 21:15

Волонтерсем валли семинар йĕркеленĕ

#Перезагрузка2022#ОнлайнСеминар#ВолонтерыБижбуляка#БижбулякскийРайон#СоциальнаяАктивность

Волонтерсем валли семинар йĕркеленĕ
Волонтерсем валли семинар йĕркеленĕ

Февралӗн 4-мӗшӗнче Пишпӳлек районӗнче волонтерсем валли "Перезагрузка-2022" волонтерсен юхӑмӗшӗн яваплӑ онлайн-семинар йӗркеленнӗ.
Семинар районти волонтер юхӑмӗн ӗҫ-хӗлне хастарлатас тӗллевпе, ҫавӑн пекех ҫамрӑксен хушшинче социаллӑ яваплӑх ӗҫ-хӗлне йӗркелес тата ҫамрӑксене социаллӑ пӗлтерӗшлӗ ыйтусене татса пама явӑҫтарас тӗллевпе ирттернӗ.
Семинара культура, ҫамрӑксен политикин, спорт, общество организацийӗсемпе хутшӑнса ӗҫлекен пайӗн начальникӗ, волонтерсен кураторӗ, Пишпӳлекри тĕп библиотека представителӗсем, волонтерсем, хастарсем, районти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсенче вӗренекенсемпе вӗрентекенсем хутшӑннă.
Семинар вӑхӑтӗнче волонтер ӗҫ-хӗлӗн пахалӑхӗпе тӗп ҫул-йӗрӗсене, волонтер сайчӗсене, ăçта волонтерла регистрацилеме май пур, ыйтусене пӑхса тухнӑ .
#Перезагрузка2022
#ОнлайнСеминар
#ВолонтерыБижбуляка
#БижбулякскийРайон
#СоциальнаяАктивность
Сăнÿкерекĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен "Вектор" центрĕн социаллă сетьри страницинчен.

 

Волонтерсем валли семинар йĕркеленĕ
Волонтерсем валли семинар йĕркеленĕ
Волонтерсем валли семинар йĕркеленĕ
Волонтерсем валли семинар йĕркеленĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: