Çутă çул
+5 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Кистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклăÇирĕклĕ клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнĕ Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗЗастройщикам рассказали об изменениях законодательства в сфере строительстваПродлён приём заявок на конкурс «Лучшие товары Башкортостана»Михайловкăри вăтам шкулта "Зарница" ҫарпа спорт вӑййи иртнĕРайонти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнăÇирĕклĕ клубӗнче ачасем сӗтелҫи вӑййисем вылянă
Пур хыпар та
10
Çамрăк ăру
14 Нарӑсӑн 2022, 16:31

Çар куленхи вак-тĕвеке хаклама вĕрентет

— çакна Петровкăри Сергей Владимиров шанчăклă калать.  

Çар куленхи вак-тĕвеке хаклама вĕрентет
Çар куленхи вак-тĕвеке хаклама вĕрентет

Пӗлтӗрхи декабрьте Петровкӑри Сергей Владимиров Раҫҫей ҫар ретӗнчен демобилизациленнӗ. Нумаях пулмасть новобранецсен йышӗнче Сергей Уфари распределительнӑй пункта ҫитнĕччĕ пек. Унта темиҫе кун пурӑннӑ хыҫҫӑн призывниксене Ковров хулин ҫар чаҫне илсе ҫитернӗ, унта пурте ҫӗнӗ, паллӑ мар пулнӑ.

Сергей ҫур ҫул механик-водительте вӗреннӗ, тренажерсенче танк тытӑмне тишкернӗ, ăна тытса пыма вӗреннӗ. Ҫамрӑк ҫын: "Танкпа çÿреме пĕрре те кӑткӑслăх ҫук", — тет. Салтака кайиччен тракторпа автомобильпе ӗҫлеме вӗренни чылай чухне кирлӗ пулнӑ. "Учебка" хыҫҫӑн ҫар специальноҫне алла илсе, танкист Нижний Новгородра малалла службăна тӑснӑ.

Ҫарти служба вăхăтне Сергей ырӑпа ҫеҫ аса илет. Вӑл ҫарта службӑна кашни ҫамрӑках иртмелле тесе шанать.

— Кӗлетке-пӗвӗмпе кӑна мар, ҫар ӗҫӗнче те ҫирӗплӗхе тӗрӗслесе пӑхас кӑмӑл мана ҫав тери пысăкчӗ те, Самарти авиаци тата промышленноҫ машинистроительствин техникумӗнче вӗрентӗвне чарса тăма шут тытрӑм, службӑна хатӗр пулни ҫинчен каларӑм. Ҫемьере эпӗ пӗртен-пӗр ывӑл, ҫавӑнпа аннене пӗр ҫуллӑха хӑварма ҫӑмӑлах пулмарӗ. Иккӗмӗш уйӑх ӗнтӗ, демобилизациленнӗренпе, пирӗн пурнӑҫ вак-тӗвекрен тӑрать тесе ҫирӗппӗн калама пултаратӑп, ҫар ҫав вак-тӗвексем ҫине ҫаврӑнса пӑхма тата вӗсене хаклама вӗрентет — ҫывӑх ҫынсем килни, киле сайра шӑнкӑравлани, Пушкӑртстанран хӑйпе пӗрле служит тӑвакансене тупни те хаклă тăрать. Ҫар вӑл — вӑхӑта сая яни мар, чӑн-чӑн хӑюлӑх шкулӗ. Ҫарта кашни кун урок. Çав урока мĕнле вĕренетĕн, çапла малалла пурăнатăн, тесе шутлатăп, — мӑнаҫлӑн каласа парать Сергей.

Сергей халĕ малалла Самарта вĕренет, çарта пĕрле пулнисемпе пĕр-пĕрин çинчен социаллă сетьре хыпарсем пĕлсе тăраççĕ.

Карина ПАВЛОВА.

Сăнÿкерчĕкĕ: Сергей Владимировăн çемье архивĕнчен.

Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.

 

Çар куленхи вак-тĕвеке хаклама вĕрентет
Çар куленхи вак-тĕвеке хаклама вĕрентет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: