Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
15 Нарӑсӑн 2022, 10:06

Хушăлкара Ильдар Гимаева чысласа юлташла тĕлпулу йĕркеленĕ

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Хушăлкара Ильдар Гимаева чысласа юлташла тĕлпулу йĕркеленĕ
Хушăлкара Ильдар Гимаева чысласа юлташла тĕлпулу йĕркеленĕ

Февралӗн 12-мӗшӗнче Хушăлкари культура çурчĕн фойинче Ильдар Раисович Гимаева асăнса сĕтелçи теннисĕпе юлташла тӗлпулу ирттернĕ. Ильдар Раисович — профессор, экономика наукисен кандидачӗ, юридика наукисен докторӗ, Пушкӑртстанпа Пишпӳлек районне аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнă.

"Мгновения жизни" асаилӳ кӗнекинчен Ильдар Раисович кăмăл-сипет культурӑн чӑн-чӑн ҫынни, унӑн характерӗ вӑйлӑ та ирӗк пулнине, вӑл ҫирӗп тӗллевлӗ пулнине, хӑйӗн йывӑрлӑхӗсене ыттисем ҫине нихӑҫан та тиеменнине пӗлнӗ. Вӑл ҫынсене те, вӗсен ӗҫне те хаклама пӗлнӗ, хавхалантарма пӗлнӗ, ҫав вӑхӑтрах ыйтма та пӗлнӗ. Унӑн этемлӗхӗнчен, ырӑ кӑмӑлӗнчен нумайӑшӗ тӗлӗннӗ.

Спорт мероприятине йӗркелеме Хушăлка ял библиотеки, Хушăлка ял совечӗ тата ял клубĕ хутшӑннă. Хĕрÿ кӗрешӳре вырӑнсем ҫакӑн пек пайланнӑ.

Хӗрсем хушшинче: 1-мĕш вырӑн — Гурьянова Екатерина, 2-мĕш вырӑн — Степанова Алена, 3-мĕш вырӑн — Никитина Евгения. Ҫамрӑксем хушшинче: 1-мĕш вырӑн — Григорьев Антон, 2-мĕш вырӑн — Гурьянов Егор. Арҫынсем хушшинче: 1-мĕш вырӑн — Кузнецов Иван, 2-мĕш вырӑн — Степанов Андрей. Унта хутшӑнакансене пурне те Дипломсемпе тата призсемпе наградӑланӑ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари ял библиотекин социаллă сетьри страницинчен.

Хушăлкара Ильдар Гимаева чысласа юлташла тĕлпулу йĕркеленĕ
Хушăлкара Ильдар Гимаева чысласа юлташла тĕлпулу йĕркеленĕ
Хушăлкара Ильдар Гимаева чысласа юлташла тĕлпулу йĕркеленĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: