Часах хĕл вӗҫленет. Хӗвел кунсерен ҫӳлерех те ҫӳлерех хӑпарать, кунсем вӑрӑмланнӑҫемӗн вăрăмланаççĕ, ӑшӑнаҫҫӗ. Пахчаçимĕç лартма вӑхӑт ҫитрĕ.
Пишпÿлекри Ача-пăча творчество центрĕнчи шкулчченхи ушкӑнсенчи ачасемшĕн чӳрече янаххи ҫинчи пахча ÿстересси питӗ кӑмӑллӑ ӗҫ шутланать, уйрӑмах хӗлле. Çуркунне пуçлансан ҫутҫанталӑкӑн ҫӗнӗ парнисене тутанса пӑхасси кӑна мар, ешӗл чечек тӗсне те курас килет. Малтанхи ҫурхи ешӗл ӳсентӑран сан чӳрече ҫинчех çитĕнсе ларнинчен кӑмӑллӑраххи нимӗн те ҫук.
Паян ачасемпе пӗрле сухан, пӑрҫа, сӗлӗ, петрушка тата укроп лартнă.
Чӳрече янаххи ҫинчи пахча — ҫутҫанталӑк чечекӗсемпе ӑшшисене сезон кичемлӗхне сирмелли питӗ лайӑх меслет. Ачасем пӳлӗм условисенче ӳсентӑрансене мӗнле пӑхмаллине, ҫутă, ӑшӑ, нӳрӗк, ӳсентӑрансене ӳсме тӑпра кирлине пӗтӗмлетме пуҫланă. Çакăнтан малашнехи тăрăшулăх килет те.
— Паянхи ӗҫ ачасен пӗлӳпе пултарулӑхне аталантарасса шанатпăр, — тет центр педагогĕ Олеся Михайлова.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри ача-пăча центрĕн социаллă сетьри страницинчен.