Çутă çул
+28 °С
Облачно
Çамрăк ăру
18 Февраля 2022, 07:33

Çамрăксен проекчĕ иккĕмĕш вырăн йышăннă

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти Александра Комогорова тата Григорий Романов проекчĕ çĕнтерÿçĕсен шутĕнче.  

Çамрăксен проекчĕ иккĕмĕш вырăн йышăннăÇамрăксен проекчĕ иккĕмĕш вырăн йышăннă
Çамрăксен проекчĕ иккĕмĕш вырăн йышăннă

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти Александра Комогорова тата Григорий Романов проекчĕ çĕнтерÿçĕсен шутĕнче.

Ҫамрӑксен вӗренӳ форумӗ шайӗнче "Эпĕ ҫамрӑк" ҫамрӑксен район конкурсне Александра Комогорова тата Григорий Романов Лариса Валиуллина ертсе пынипе «ТанцПол» социаллӑ проект хатӗрленӗ.

Проектпа Пишпӳлек ялӗнчи халӑхӑн тӗрлӗ ÿсемри ушкӑнӗсемпе культура хутшӑнӑвӗсем валли пултарулӑх аталанӑвӗн, активлӑ кану тума тата пушӑ вăхăта ирттерме палӑртнӑ. "ТанцПол" уҫӑ пӗлӗт айӗнчи ташӑ площадкине туса хурас енӗпе ташӑ тата музыка культурин пултарулӑхне йӗркелесси тата туса хурасси — проектӑн тӗп тӗллевӗ.

Проекта хӳтӗлесси онлайн-режимра пулнӑ.

Проекта хатӗрленнӗ май ачасем тӗллевсене пурнӑҫлама, ыйтусене уйӑрса хума, фактсене шута илме, шухӑшлама, хак пама, тӗллевсене татса памалли майсемпе меслетсене суйласа илме, ресурссене, ҫав шутра палӑртнӑ тӗллеве пурнӑҫлама кирлӗ материалсене те (ҫав шутра вӑхӑта та) суйласа илме вӗреннӗ.

Проект тӑрӑх докладпа компьютер презентацийӗ хатӗрленĕ. Ҫак тапхӑрта ачасем хӑйсен шухӑшӗсене тӗплӗн, кӗскен те уҫӑмлӑн калама пӗлнине, ыйтусем ҫине тĕплĕ хуравлама, имидж тума, жюри членӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, «хăйсене пама» май пуррине кӑтартма пултарнă.

— Ачасем, эсир маттур! Конкурсри иккӗмӗш вырӑн — сирӗн пӗр иккӗленӳсӗр тава тивӗҫлӗ ӗҫ! — мухтать веренекенсене Лариса Семеновна педагог.

Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлекри 2-меш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

Çамрăксен проекчĕ иккĕмĕш вырăн йышăннă
Çамрăксен проекчĕ иккĕмĕш вырăн йышăннă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас