Çутă çул
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
22 Нарӑсӑн 2022, 22:17

Пишÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта усăллă тĕлпулу иртнĕ

 Инспектор табак изделийӗсемпе, хутӑшӗсемпе, эрех-сӑра шӗвекӗсемпе сиенлӗ темӑсене пырса тивнӗ.

Пишÿлекри  2-мĕш вăтам шкулта усăллă тĕлпулу иртнĕ
Пишÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта усăллă тĕлпулу иртнĕ


Правӑна пӑсассине, преступленисене, ҫапкаланса ҫӳрессине, ҫул ҫитмен ачасем хушшинче социаллӑ тӑлӑхсене асӑрхаттарас тӗллевпе тата "Çул ҫитмен ачисен асӑрхавсӑрлӑхне тата правине пӑснине асăрхаттаракан тытӑмӗн никӗсӗсем çинчен" 24.06.1999 ҫулта кăларнă 120-ФЗ номерлă Федераци саккунне пурнăçланă май Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта вӗренекенсем Л.Р. Насибуллина ПДН инспекторĕпе тӗлпулу ирттернӗ.
Ҫамрӑксемпе тӗл пулни тата планпа профилактика калаҫӑвӗсем ирттерни ҫул ҫитмен ҫамрӑксемпе тата социаллӑ педагогсемпе ӗҫлекен инспекторӑн пӗрлехи ӗҫӗн уйрӑлми пайӗ шутланать. 6-мӗш классенче вӗренекенсемпе профилактика калаҫăвĕ ирттернӗ май "правӑна пӑсни" тата "преступлени" ӑнлавсене, вӗсен тӗсӗсене ӑнлантарса панӑ, ҫул ҫитмен ҫамрӑксене ПДН профилактика учетне вырнаҫтармалли сӑлтавсене, ҫул ҫитмен ачисен правӑна хирӗҫле ӗҫӗсемшӗн мĕнле ÿсĕмрен яваплӑх тыттарасси пуҫланнин сӑлтавĕсене пӑхса тухнӑ. Унсӑр пуҫне инспектор табак изделийӗсемпе, хутӑшӗсемпе, эрех-сӑра шӗвекӗсемпе сиенлӗ темӑсене пырса тивнӗ. Юлашкинчен, Л.Р. Насибуллина ачасене хӑйсен биографине учета тăрса пăсмасăр упраса хӑварма сӗннӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

Пишÿлекри  2-мĕш вăтам шкулта усăллă тĕлпулу иртнĕ
Пишÿлекри  2-мĕш вăтам шкулта усăллă тĕлпулу иртнĕ
Пишÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта усăллă тĕлпулу иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: