Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
24 Нарӑсӑн 2022, 20:25

Мăшăрланас текенсем куҫкӗски кунӗнче заявлени панисенчен чылайрах пулнă

Уяв умӗнхи ытларикун 408 мӑшӑр туй тунă.

Мăшăрланас текенсем куҫкӗски кунӗнче заявлени панисенчен чылайрах пулнă
Мăшăрланас текенсем куҫкӗски кунӗнче заявлени панисенчен чылайрах пулнă

Пушкӑртстанра пурӑнакансем мӑшӑрлӑ пурнӑҫа регистрацилеме 22.02.2022 кун тӗлне 398 заявлени панӑ. Анчах та ҫак кун мăшăрланас текенсем ытларах пулнă. Юстици ӗҫӗсемпе регионти патшалӑх комитечӗн пресс-службин кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, уяв умӗнхи ытларикун 408 мӑшӑр туй тунă.
Граждансен тӑрӑмӗн акчӗсене Уфари ЗАГСра мар, Нефтекамск ЗАГСĕнче регистрациленӗ. Унта 28 ҫамрӑк мӑшӑр пурнӑҫне ҫыхӑнтарнӑ. Иккӗмӗш вырӑнта Мелеузри юратса пӑрахнӑ мăшăрсем пулнă — 15 свидетельство, виҫҫӗмӗшӗнче - Уфари Советски районĕнче тата Стерлитамак хулинче — 14-шар свидетельство.
"Башинформ" информацийĕпе.

 

Мăшăрланас текенсем куҫкӗски кунӗнче заявлени панисенчен чылайрах пулнă
Мăшăрланас текенсем куҫкӗски кунӗнче заявлени панисенчен чылайрах пулнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: