Нумаях пулмасть вӑл технологипе республикӑри олимпиадӑна хутшӑнчӗ, унта "Манӑн юратнӑ феечкăсем" темӑпа хӑйӗн пултарулӑх проектне хӳтӗлерӗ. Текстильтен ҫемҫе пуканесем нумайӑшне килӗшеҫҫӗ. Ӑстаҫӑ алли ӑшшине упракан сайра йышши, вӗсем ырӑпа хӑватлӑ позитив кӑлараҫҫӗ пек, автор пуканисем — пирӗн ҫурт-йӗрӗн чӑн-чӑн илемӗ!
Темиҫе ҫул ӗнтӗ Настя ҫак модӑлла трендпа — пукане тӑвас енӗпе кӑсӑкланать. Ҫак асамлӑ тӗнчене пӗрремӗш хут уҫнӑ ҫын вара Тамара Демьяновна Гончарова, Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти технологи вӗрентекенӗ пулса тӑчӗ. Настя наставникпа пӗрле ӑсталӑх класӗсене ирттерме, "Алӑпа ăсталанă пуканесемпе теттесем" ВКонтакте ушкӑнсем йӗркелеме хутшӑнать, унта вӗсем хӑйсен ӗҫӗпе паллаштараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та олимпиадӑра проекта хӳтӗленӗ чухне вӑл хӑйне ҫирӗп те хӑтлӑ туйнӑ. Юлашки икӗ ҫул хушшинче тунӑ хӑйӗн пуканисене презентацилени жюри членӗсенчен нихӑшне те сÿрĕк кăмăллă хӑвармарӗ. Регионти олимпиадӑн тепӗр тапхӑрӗнче асра юлнӑ тепӗр ӗҫ — блузка ҫухавин оригиналне ҫӗлени пулчĕ. Уншӑн Настя пысӑк хак илнӗ. Пулас выпускница олимпиадăра ҫӗнтереймерӗ пулин те, вӑл хӑй тухса каланипе питӗ кӑмӑллӑ, хӑйпе пӗр шухӑшлӑ ҫынсемпе, хӑй пекех пултарулӑх ҫынсемпе тӗл пулнӑшӑн савӑнать.
Алă ăсти хӑй тӗллӗнлĕхне ҫирӗплетни, паллах, вӑл вӗрентекен — Тамара Демьяновна Гончарова пулӑшнипе пулса иртнӗ, вӑл хӑйӗн воспитанницисене пӗтӗм вӑй-халӗпе чунне парса тӑрӑшать: яланах юнашар, сӑмахпа та ӗҫпе хавхалантарать вӗсене пултарулӑха, харпӑр хӑй ирӗкӗпе хавхалантарать, ачасен пултарулӑхне палӑртать. Настя хӑйӗн учителĕн чи лайӑх енӗсене питӗ йышӑнас килет тесе калать. Хӗрӗ хӑйӗн амӑшне, Валентина Владимировнӑна пулӑшнӑшӑн тата ӑнланнӑшӑн тав тӑвать.
Елена АНДРЕЕВА,
Пишпÿлек ялĕ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Елена АНДРЕЕВА.
Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.