Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулăн таврари тӗнче урокӗнче 1"а" класра вӗренекенсем Крым тӑрӑх ҫулҫӳреве кайнă. "Крымская весна" фильм пӑхнă. Илемлӗ ҫутҫанталӑкпа тата Крым ҫурутравӗнчи паллӑ япаласемпе паллашнă. Шӑп мартăн 16-мӗшӗнче 8 ҫул каялла, 2014 ҫулта Крымпа Севастополь ҫыннисем хӑйсен шӑпине Раҫҫейпе ҫыхӑнтарма шут тытнӑ. Нумай нациллӗ пирӗн питӗ туслӑ ҫӗршывӑн пайӗ пулса тӑнă. Халӗ Раççейпе Крым пӗрле.
Ахальтен мар ӗнтӗ, Крым Раҫҫейпе пӗрлешни, ҫуркунне ҫутҫанталӑк вӑрансан ҫӗнӗ пурнӑҫ ҫуралать, Крымшӑн ҫӗнӗ пурнӑҫ пуҫланать, ҫӗнӗ тапхӑр пуҫланать, унӑн историйӗнчи ҫӗнӗ страница уҫӑлать - савӑнӑҫлӑ та телейлӗ.
Ҫулҫӳревпе калаҫу хыҫҫӑн ачасем Крымри ҫутҫанталӑка ӳкерсе Крым ҫуркунни валли чечексем тума шут тытнă.
Класс ертӳҫи: В. А. Рахматуллина.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 3-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.