Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
21 Мартӑн 2022, 21:33

Право вӗренӗвӗн урокӗ иртнӗ

Мероприяти вӗҫӗнче библиотекарь ачасене хӑйсен прависене яланах пĕлме, вӗсем хӑйсен тивӗҫӗсене тытса тӑма манмасса сӗннӗ.

Право вӗренӗвӗн урокӗ иртнӗ
Право вӗренӗвӗн урокӗ иртнӗ

Ачан правине пӗлмелле,
Пӗлмелле кӑна мар,
Анчах пӑхӑнмалла,
Ун чухне сире пурӑнма ,
Выляма та, туслашма та ҫӑмӑл пулӗ.
Пишпӳлек районӗнчи ача-пӑча библиотекин ӗҫченӗсем Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн 2 "в" класра вӗренекенсем валли (класс ертӳҫи Л.Ф. Гаврилова) "Право ҫутта кӑларас ӗҫӗн урокӗ" право вӗренӗвӗн урокне ирттернӗ. Мероприяти ирттернӗ май ачасем ача прависем ҫинчен нумай ҫӗннине пӗлнӗ, ҫемьере, шкулта, туссемпе хутшӑннӑ чухнехи хăйсен прависемпе тата тивĕçĕсемпе паллашнă, кроссворд тупсăмĕсене татса панӑ тата цветик-право чечекне тунă. Вӑйӑ заданийӗсен процесӗнче ачасем пӗр-пӗр ӗҫ туни мӗн патне илсе ҫитернине курма вӗреннӗ, пурнӑҫри кӑткӑс лару-тӑрура, патшалӑхпа саккун пулӑшӑвӗ кирлӗ пулсан, хӑйсене мӗнле тытмаллине пӗлнӗ. Мероприяти вӗҫӗнче библиотекарь ачасене хӑйсен прависене яланах пĕлме, вӗсем хӑйсен тивӗҫӗсене тытса тӑма манмасса сӗннӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри ача-пӑча библиотекин социаллă сетьри страницинчен.

Право вӗренӗвӗн урокӗ иртнӗ
Право вӗренӗвӗн урокӗ иртнӗ
Право вӗренӗвӗн урокӗ иртнӗ
Право вӗренӗвӗн урокӗ иртнӗ
Право вӗренӗвӗн урокӗ иртнӗ
Право вӗренӗвӗн урокӗ иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: