Пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Хушăлка шкулӗн вĕренекенĕсем Уфа хулинчи ВДНХ-ЭКСПО курав комплексне ҫитсе курнӑ.
"АгроКомплекс 2022" выставка ачасене хӑйсен масштабӗпе, проекчӗсемпе тата экспоначӗсемпе тӗлӗнтернӗ. Тӗрлӗ холдингсен представителӗсем ачасене хальхи ял хуҫалӑх техникипе паллаштарнă. Кашни павильонра вӗсем ҫӗнӗ, интереслӗ япаласем нумай пӗлнӗ. Апат-ҫимӗҫе дегустацилесси экскурсире уйрӑм кӑмӑллӑ самант пулса тӑнă.
ВДНХ пысӑк та илемлӗ ҫуртӑн пӗрремӗш этажӗнче "Раççей — манӑн истори" мультимедиа паркӗ вырнаҫнӑ. Ку чухнехи технологисем пулӑшнипе кунта пирӗн ҫӗршывпа пирӗн республикӑн 1000 ҫулхи историйӗпе паллаштарнӑ. Ку чӑн-чӑн "чӗрӗ" учебник. Кунта пӗр вӑхӑтрах выляма, вӗренме пулать, фильмсем пӑхма, истори страницисене итлеме, ҫемҫе креслӑсенче канма пулать тата ытти те. Кунта питӗ уҫӑмлӑ та илӗртӳллӗ, вӑхӑт ҫинчен те манса каятӑн!
Ҫак манӑҫми çулçÿреве йĕркеленĕ спонсор-фермер хуҫалӑхӗсене Ю.В. Григорьева, В.В.Тимофеева, Э. В.Иванова тав тӑваççĕ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Хушăлкари вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.