Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
28 Мартӑн 2022, 21:30

"Ҫамрӑксем-2022" професси ӑсталӑхӗн районти конкурсĕ иртнĕ

Ҫӗнтерӳҫӗсемпе конкурса хутшӑнакансене çамрăксен "Вектор" центрĕ грамотăсемпе тата асӑнмалăх парнесемпе чысланă.

"Ҫамрӑксем-2022" професси ӑсталӑхӗн районти конкурсĕ иртнĕ
"Ҫамрӑксем-2022" професси ӑсталӑхӗн районти конкурсĕ иртнĕ

Мартăн 25-мĕшĕнче çамрӑксемпе предприятисенче, организацисенче, район учрежденийӗсенче тата пултарулӑх пуҫарӑвӗсене хастарлатас тӗллевпе ҫамрӑксен "Вектор" центрĕ Пишпÿлекри ача-пӑча пултарулӑх центрӗн базинче "Ҫамрӑксем-2022" професси ӑсталӑхӗн районти конкурсне йӗркелесе ирттернӗ.
Конкурс ҫӗнтерӳҫисене палӑртма жюри йĕркеленĕ. Районти ҫичӗ пике ҫак конкурссенче ӑмӑртнă:
1. "Визитка" конкурс.
2. Пултарулӑх конкурсӗ.
3. "Смак" конкурс.
4. "Эпир хӗрарӑма чыс тăватпӑр" ӑс-хакӑл викторини.
Конкурс пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх "Чи тӗлӗнмелли" номинацире Альбина Мурзина (Сухоречка ял совечĕ), "Чи оригиналли" - Дарья Федорова(Пишпÿлек ял совечĕ), "Чи лайӑх артистка" - Нурсия Инсапова (Кăркан ял совечĕ), "Куракансен кăмăлне кайни" - Виктория Макарова (Çирĕклĕ ял совечĕ) çĕнтерÿçĕсем пулнă. Конкурса хутшӑнакан Анастасия Данилова "Единая Россия" партирен ятарлӑ парне илнӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсемпе конкурса хутшӑнакансене çамрăксен "Вектор" центрĕ грамотăсемпе тата асӑнмалăх парнесемпе чысланă.
#МолодежьБижбуляка
#КонкурсПрофессиональногоМастерства
#БижбулякскийРайон
#СоциальнаяАктивность
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри ҫамрӑксен "Вектор" центрĕн социаллă сетьри страницинчен.

"Ҫамрӑксем-2022" професси ӑсталӑхӗн районти конкурсĕ иртнĕ
"Ҫамрӑксем-2022" професси ӑсталӑхӗн районти конкурсĕ иртнĕ
"Ҫамрӑксем-2022" професси ӑсталӑхӗн районти конкурсĕ иртнĕ
"Ҫамрӑксем-2022" професси ӑсталӑхӗн районти конкурсĕ иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: