

Ача-пӑча кӗнекин эрни вӗҫленнӗ май Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти 4"а" тата 5"б" класра вĕренекенсем валли "Раҫҫей халӑх промысли" пӗлӳ сехечĕ ирттернӗ.
Мероприяти вӑхӑтӗнче хутшӑнакансем Раҫҫейӗн чи паллӑ кӗтесӗсем тӑрӑх ҫулҫӳрев иртнĕ. Ачасем ҫак япаласене кам туни ҫинчен, ремесла мӗнле ҫурални ҫинчен тата ӑна паянхи кунчченех упраса хӑварма пултарни ҫинчен каласа панине итленĕ. Гжелĕн "сенкер юмахӗ", " йывӑҫ ылтӑнĕ" хохломан, "Раççейĕн ялтӑркка букечĕсем" жостов пултаруçисенчен, Раҫҫейӗн пӗтӗмӗшле сӑнарӗ – Матрешка, çавӑн пекех Дымковӑн, Филимоновӑн тата Каргополь тӑм тетелӗсем, паллах, ачасен асӗнче ҫап-ҫутӑ йӗр хӑварнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.