

Чи паллӑ уяв - Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫывхарса килет.
Тӑван Ҫӗршывӑн чысне, ирӗклӗхне, никама пӑхӑнманлӑхне сыхласа хӑварнисене халӑх нихҫан та манас ҫук. Фронтри ҫырусем, пирӗн салтаксен паттӑрлӑхне, Тӑван ҫӗршыва парӑннине чӗрӗ свидетельсем пек асра тытаҫҫӗ. Вӑрҫӑ паттӑрлӑхне уҫҫӑн кӑтартса паракан фронтран килнӗ ҫырусем вӑхӑт сахал мар сыхланса хăварнӑ. Воинсен ҫырӑвӗсенче хăйĕн халӑхӗшӗн ҫапӑҫакансен мӑнаҫлӑхĕ палăрать.
Майӑн 5-мӗшӗнче Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн Ситекпуç библиотекинче "Алӑра салтак ҫырӑвӗ" акци иртнӗ . Тĕлпулу никӗсӗ фронтри ҫырусем пулнă. Окопра çырнă ҫырусем - пирӗн ҫар историйӗн объективлӑ докуменчӗсем. Анчах ку вӑл - ӑруран ӑрӑва куҫакан чӗрӗ астăвӑм. Çапăçу лӑпланнӑ самантсенче Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин салтакӗсем мӗн ҫинчен шухӑшланӑ? Мероприятийӗн иккӗмӗш пайне "Никам та манман, нимӗн те манăçман" выставка обзорне тунӑ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Ситекпуç библиотекин социаллă сетьри страницинчен.