Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
13 Майӑн 2022, 20:11

Çирĕклĕре фольклорпа паллашнă

Майӑн 12-мӗшӗнче Çирĕклĕри культура çуртĕнче "Фольклор каруселĕ" интерактивлӑ программа иртнĕ.

Çирĕклĕре фольклорпа паллашнă
Çирĕклĕре фольклорпа паллашнă

Майӑн 12-мӗшӗнче Çирĕклĕри культура çуртĕнче "Фольклор каруселĕ" интерактивлӑ программа иртнĕ. Унта Çирĕклĕ шкулĕнчи 1-4 класра вӗренекенсем хутшӑннă.
Ачасем фольклорӑн пӗчӗк формисемпе халӑх ӑслӑлӑхӗпе воспитанийӗ памалли сайра тӗл пулакан меслет пек паллашнӑ, фольклор жанрӗсене палӑртнӑ тӑрӑх слайд презентацийӗ пынӑ май иртнӗ.
Шкул ачисем сӑпка юррине итленĕ.
Ертсе пыракан халӑхӑн шӑв-шав инструменчӗсем ҫинчен каласа панă, ачасем хӑйсем те инструментсемпе хаваслансах выляма хӑтланса пӑхнă.
Хутшӑнакансем пурте "Фольклор каруселĕ: фольклорăн кӗҫӗн жанрĕ " буклета асӑнмалӑх илнӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.

Çирĕклĕре фольклорпа паллашнă
Çирĕклĕре фольклорпа паллашнă
Çирĕклĕре фольклорпа паллашнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: