Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
17 Майӑн 2022, 20:33

Пушкӑрт Роспотребнадзорĕнче ача-пӑча лагерӗнче пӗртен-пӗр ковида хирĕç чару пулĕ тесе ăнлантарнă

Майӑн 16-мӗшӗнче Пушкӑртстанри ЦУР брифингĕнче ача-пӑча канӑвӗн темине сӳтсе явнă.

Пушкӑрт Роспотребнадзорĕнче  ача-пӑча лагерӗнче пӗртен-пӗр ковида хирĕç чару пулĕ тесе ăнлантарнă
Пушкӑрт Роспотребнадзорĕнче ача-пӑча лагерӗнче пӗртен-пӗр ковида хирĕç чару пулĕ тесе ăнлантарнă

Майӑн 16-мӗшӗнче Пушкӑртстанри ЦУР брифингĕнче ача-пӑча канӑвӗн темине сӳтсе явнă. Регионти Роспотребнадзор ертӳҫи Анна Казак ача-пӑча лагерӗсене ведомство мӗнле тӗрӗслени ҫинчен каласа панă.
Тӗрӗслев результачӗсем тӑрӑх кашни учреждение санитарипе эпидемиологи заключенийӗ панине палӑртнӑ.
"Ковида хирĕç чарусенчен паян пирӗн пӗртен-пӗр япала пур - ачасем талӑкӗпех пурӑнакан вырӑнсенче, -COVID-19 персонала ҫӗр проценчӗпех тĕрĕслемелле", - ӑнлантарнă Анна Казак.
Ҫавӑн пекех вӑл кӑҫал ҫулла ашшӗ-амӑшӗсем ачасем патне ҫӳреме пултарассине палӑртнă. Ҫакна тума ятарласа вырӑнсем тăвĕç.
"МГ" информацийĕпе.

Пушкӑрт Роспотребнадзорĕнче  ача-пӑча лагерӗнче пӗртен-пӗр ковида хирĕç чару пулĕ тесе ăнлантарнă
Пушкӑрт Роспотребнадзорĕнче ача-пӑча лагерӗнче пӗртен-пӗр ковида хирĕç чару пулĕ тесе ăнлантарнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: