Вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ ултӑ ҫын самоходнӑй машинӑсен водителӗсен удостоверенийӗсене илнӗ
Хушăлкари вӑтам шкулти 11 класра вӗренекенсемшӗн асран кайми событи пулса иртрӗ. Районти Гостехнадзор инспекцийӗнче ултă ача Гостехнадзор начальникӗн заместителӗн Алсу Халилован аллинчен чаплӑ лару-тӑрура "В" тата "С" категори водителӗсен удостоверенийӗсене илнӗ. Ӗлӗк вӗсене анлă профильлӗ тракторист-машинистсен прависем тенӗ, ку профессие районти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулсенче вӗрентнӗ. Паян районти вӗрентӳ тытӑмӗнче Хушăлкари вӑтам шкулта ҫеҫ водителе вӗренмелли лицензациленӗ база юлчӗ: плакатсемпе, стендсемпе тунӑ машиноведени кабинечӗ те, самоходнӑй машинӑсен механизмӗсем те, трактородром та, обязательнӑй техникӑпа пӑхса тухнă трактор та, прицеп оборудованийӗ те. Паллах, чи кирли чаплӑ вӗрентӳҫӗ — аслӑ категорири производство вӗрентӗвӗн опытлӑ ӑсти Виктор Иванович Яковлев пур. Ҫак удостоверенисене илекен ултӑ çынран тăватă хӗр — Анастасия Гафурова, Лариса Исаева, Анна Родионова тата Аделина Дмитриева.
— Аттен килти хуҫалӑхӗнче МТЗ тракторӗ пур, — тет Аделина. — Ҫемьере тӑватӑ ача. Тракторпа пурте çÿреме пӗлеҫҫӗ.
Удостоверенисене Ярослав Красновпа Вадим Яковлев илнĕ.
— Пирӗн ҫемьере икӗ ывӑл. Тракторпа ӗҫлеме мана Максим пичче вӗрентрӗ, — каласа парать Вадим. — Вӑл шкултан тӑватӑ ҫул каялла вӗренсе тухнӑ, Самара вузӗнче вӗренет. Шкулта вӑл вӗренекенсен производство бригадин членӗ пулнӑ. Республикӑри смотр-конкурсра сухаҫӑсем хушшинче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Пӗтӗм Раҫҫейри УПБ конкурсӗнче республикӑри УПБ командин йышӗнче вара ҫӗршыври ҫамрӑк сухаҫӑсем хушшинче малти иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Владимир СМОЛОВ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.
Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.