Çутă çул
+29 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
27 Майӑн 2022, 18:14

Ачасем Сывлăх кунне хутшăннă

Кунта интереслӗ ӑмӑртусем нумай ирттернĕ, шкул ачисем хӑвӑртлӑхпа, пултарулӑхпа тата тачӑлӑхпа хавхалансах ӑмӑртнă.

Ачасем Сывлăх кунне хутшăннă
Ачасем Сывлăх кунне хутшăннă

Майӑн 27-мӗшӗнче Пишпÿлекри А.Ф. Ахметов ячĕллĕ паркра Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулти 2-7 класс ачисем валли Сывлӑх кунӗ ирттернӗ.
Шкулти Сывлӑх кунӗ - лайӑх кӑмӑл-туйӑм, спорт тата сывлӑх уявӗ. Спорт ӑмӑртӑвӗсене хутшӑнма, уҫӑ сывлӑшпа сывлама шкул ачисем ҫав куна питӗ кӗтеҫҫӗ.
Ҫуллен Сывлӑх кунне ирттересси Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта ырă йăла пулса тӑнă. Ăна вӗсен пурнӑҫӗнче сывлӑх мӗн тери пысăк вырăн йышăннине вӗренекенсем, учительсем, ашшӗ-амӑшӗсем ӑнланса илччӗр тесе ирттереççĕ.
Ҫав кун шкул чӗрӗлнӗ пек туйӑнать, мӗншӗн тесен унта пурне те явӑҫтарнӑ. Кун линейкӑран, "Сывлӑх кунӗ" ятлӑ чаплӑ пӗлтерӳрен пуҫланнă. Унтан вӗренекенсем класс руководителӗсемпе пӗрле спорт эстафечӗсен тапхӑрне кайнӑ. Кунта интереслӗ ӑмӑртусем нумай ирттернĕ, шкул ачисем хӑвӑртлӑхпа, пултарулӑхпа тата тачӑлӑхпа хавхалансах ӑмӑртнă. Ҫавна пула унта хутшӑнакансем пурте хавхаланупа сывлӑх саппасĕ илнӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

Ачасем Сывлăх кунне хутшăннă
Ачасем Сывлăх кунне хутшăннă
Ачасем Сывлăх кунне хутшăннă
Ачасем Сывлăх кунне хутшăннă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: