Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
30 Майӑн 2022, 10:27

Çумăр та кансĕрлемен

Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкул команди 1-мĕш вырӑн йышӑннă.  

Çумăр та кансĕрлемен
Çумăр та кансĕрлемен

Иртнӗ эрнекун, майӑн 27-мӗшĕнче Пишпÿлек районӗнчи ҫамрӑксен политикипе спорт секторӗ йӗркеленӗ "Хӑрушсӑрлӑх шкулӗ" вӗренекенсен 13 шкул команди хушшинче йӑлана кӗнӗ ӑмӑрту иртнĕ. Ăна Ача-пӑча пултарулӑхӗн центрӗ, "Парус" спорт шкулĕ, çамрăксен "Вектор" центрĕ йĕркеленĕ. Темиҫе сехетлӗхе Игорь Николаев ҫӑлкуҫ ҫывӑхӗнчи территори пысӑк палатка лагерĕ пулса тӑнă, унта хутшӑнакансем вырнаҫнă.

Ҫамрӑк туристсен чӑрмав йӑрӑмӗ урлӑ каҫмалла, комплекслӑ вӑй упражненийӗсене пурнӑҫламалла, "Хӑрушсӑрлӑх шкулӗ" иртмелле, ОБЖ вӗренӳ предмечӗпе викторинӑна хутшӑнмалла. Ҫавӑн пекех кашни команда хӑйӗн визиткипе стена хаҫачӗ хатӗрлет.

Ҫакӑн пек ӑмӑртусенче дисциплина, пӗрлӗх, организацилӗх ӗҫлет. Командӑсем пурте хăйсене лайӑх енчен кӑтартрӗҫ. Пӗтӗм тӗрӗслев результачӗсем тӑрӑх Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкул команди 1-мĕш вырӑн йышӑннă! Черетлӗ хутӗнче вӑл çак шкулта чи хӑюллӑ, ӑслӑ, вӑйлӑ та туслӑ ачасем вӗреннине ӗнентернӗ.

"Патриот" командӑн йышӗнче: Ахметзянов Аскар (командир), Баширова Камила (1-мĕш вырӑн вăй упражненийӗсенче), Бахтияров Артур, Зарипова Камилла (вăй упражненийӗсенче 2-мĕш вырӑн), Вильданов Динар, Воронцов Давид, Иванова Аделина, Минаев Андрей, Павлова Анастасия. Саламлатпӑр сире, маттур эсир! Командӑна хатӗрленес ӗҫе ОБЖ учителӗ Михайлов Александр Иванович, географи учителӗ Иванова Зинаида Геннадьевна, физкультура вӗрентекен Леонтьев Сергей Владимирович тата биологи учителӗ Петрова Елена Вадимовна тăрăшулăх кăтартнă. Шкул администрацийӗпе поварсене ҫулҫӳреве тата апат-ҫимӗҫе йӗркеленӗшӗн пысӑк тав.

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Елена ПЕТРОВА.

Çумăр та кансĕрлемен
Çумăр та кансĕрлемен
Çумăр та кансĕрлемен
Çумăр та кансĕрлемен
Çумăр та кансĕрлемен
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: