Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
2 Июнӗн 2022, 22:19

Ачасене хӳтӗлемелли куна хаваслӑн ирттерчӗҫ

 Мероприяти лайӑх шайра иртнӗ, ачасем пурте кӑмӑллӑ юлчӗҫ тесе шутлатпӑр!

Ачасене хӳтӗлемелли куна хаваслӑн ирттерчӗҫ
Ачасене хӳтӗлемелли куна хаваслӑн ирттерчӗҫ

Ҫуллахи пӗрремӗш куна ачасене халалланӑ, мӗншӗн тесен паян Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун. "Ҫулланалла курс!" - ҫакӑн пек уявлӑ район мероприяти иртнĕ Пишпÿлекре Ахметов ячĕллĕ паркра Ачасене хӳтӗлемелли куна уявласа. Ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗсене концерт номерӗсем кăтартнă, спорт ӑмӑртӑвӗсем, конкурссем, вӑйӑсем ирттернĕ. Уявӑн кашни хӑни хӑйне валли ӗҫ тупнă, тусӗсен ушкӑнӗнче вӑхӑта лайӑх ирттернĕ. Мероприятие хутшăннă район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Зарипов пурне те ҫак паллӑ событипе саламланă, ҫуллахи каникула ачасем савӑнӑҫлӑ та усӑллӑ ирттерессе шаннă.
"Ачалӑх" ятлӑ импровизациленӗ карап пур ҫулсене те уҫнӑ, ачасен туслӑ команди ача-пӑча библиотекин, "Ҫемье" центрӗн тата Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн ӗҫченӗсем хатӗрленӗ мӗнпур тӗрӗслеве те иртме хатӗр пулнӑ, шӑпах пур площадкӑсенче те заданисене пурнӑҫламалла, тутлӑ мороженӑйпа улӑштарма смайл ӗҫлесе илмелле. Мероприяти лайӑх шайра иртнӗ, ачасем пурте кӑмӑллӑ юлчӗҫ тесе шутлатпӑр!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

Ачасене хӳтӗлемелли куна хаваслӑн ирттерчӗҫ
Ачасене хӳтӗлемелли куна хаваслӑн ирттерчӗҫ
Ачасене хӳтӗлемелли куна хаваслӑн ирттерчӗҫ
Ачасене хӳтӗлемелли куна хаваслӑн ирттерчӗҫ
Ачасене хӳтӗлемелли куна хаваслӑн ирттерчӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: