Хӗвел уявӗ, ҫутӑ уявӗ!
Вӗренӳ ҫулӗ унӑн мӗнпур савӑнӑҫӗпе, йывӑрлӑхӗсемпе вӗҫленнӗ. Малта - тахҫантанпах кӗтнӗ каникул. Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта каллех "Ачалӑх асамат кӗперӗ тӗслӗ" ҫуллахи лагерь алӑкӗсене уҫать.
200 хӗрачапа арҫын ача каникулӑн пӗр пайне савӑнӑҫлӑ та ирӗклӗ лару-тӑрура ирттерӗҫ. Тунсӑхлама тивмест ачасене. Ача-пӑча лагерӗнче пулни кӑсӑклӑ та интереслӗ программа ачасене кичемленме, вӗсен пурнӑҫне хастарлӑхпа, сывлӑхпа тултарать.
Лагерь июнӗн 1-мӗшӗнче ӗҫлеме пуҫланă. Шкул хӑйӗн ӗҫӗсемпе, савӑнӑҫӗсемпе пӗчӗк планета пулса тӑнă. Шкул картишӗ ирех ача-пӑча куллипе, хаваслӑ шавпа тулнă, ача-пӑча юррисем янӑранă. Йӑлана кӗнӗ организациллĕ линейка, зарядка, ирхи апат тата лагерьти пӗрремӗш кун пуҫланнă. Лагерь пуҫламӑшне питӗ лайӑх уявпа - Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кунпа, сыхлама, упрама тата чи кирли - ачасен пурнӑҫӗшӗн тӑрӑшма паллӑ тунă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.