Çутă çул
+9 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
3 Июнӗн 2022, 21:18

"Парусра" ишессипе ӑмӑртусем иртнĕ

Хӗрачасемпе арҫын ачасем пурте тутлӑ парнесем илнӗ, ҫӗнтерӳҫӗсене грамотӑсемпе наградӑланӑ.

"Парусра" ишессипе ӑмӑртусем иртнĕ
"Парусра" ишессипе ӑмӑртусем иртнĕ

"Парус" спорт шкулĕн бассейнӗнче 2013-2016 ҫулхи ачасем (тренерĕ Лев Агеев ) хушшинче "Сывлӑх патне ишетпӗр" текен ӑмӑрту иртнӗ.
Ачасем 25 м сп. дистанцире ӑмӑртнă, унта ишекен ҫамрӑк ҫынсем результат кӑна мар, техникӑна пĕлнине те кӑтартнӑ. Ӑмӑрту нумай ачашӑн пӗрремӗш хут пулнă.
Мероприяти тӑршшӗпех бассейнра спорт хавалӗ, ашшӗ-амӑшӗсем пулӑшни туйăннă.
Хӗрачасемпе арҫын ачасем пурте тутлӑ парнесем илнӗ, ҫӗнтерӳҫӗсене грамотӑсемпе наградӑланӑ.
"Парус" спорт шкулӗн воспитанникӗсене чӗререн саламлатпӑр, ҫитӗнӳсемпе вӑйсӑрланмалла мар, малти вырӑнсемшӗн тата пысӑк наградӑсемшӗн кӗрешмелле. Ҫӗнтерессе шанмалла, çĕнтерÿ патне туртăнмалла, ывӑнма пӗлмесӗр лидерствӑшӑн ҫунмалла.
#плаваниедети
#Парус
#башкортостан
#спорт
#плавание
#соревнования
#пловцымолодцы
#бижбуляк👍
Сăнÿкерчĕкесем: Пишпÿлекри "Парус" спорт шкулĕн социаллă сетьри страницинчен.

"Парусра" ишессипе ӑмӑртусем иртнĕ
"Парусра" ишессипе ӑмӑртусем иртнĕ
"Парусра" ишессипе ӑмӑртусем иртнĕ
"Парусра" ишессипе ӑмӑртусем иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: