Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
8 Июнӗн 2022, 16:18

Хӑрушсӑрлӑх шкулӗнче ӑмӑртусем иртеҫҫӗ

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Хӑрушсӑрлӑх шкулӗнче ӑмӑртусем иртеҫҫӗ
Хӑрушсӑрлӑх шкулӗнче ӑмӑртусем иртеҫҫӗ
Июнӗн 5-мӗшӗнчен пуҫласа 10-мӗшӗччен Туймазă районӗнчи Кандры-Куль кӳлли ҫывӑхӗнче А. Гайдар ячĕллĕ ача-пӑча сывлӑхне ҫирӗплетмелли лагерь территорийӗнче республикӑри Хӑрушсӑрлӑх шкулӗнче ӑмӑртусем иртеҫҫӗ. Аитри тата Кăрканти шкулсен ачисенчен пухнӑ команда Р.Ф. Гайнутдинова, Ф.Р. Хасанов, З.М. Хафизова педагогсем ертсе пынипе ӑмӑртӑвӑн тӗрлӗ тапхӑрне хутшӑнаҫҫӗ. "Гражданла хӳтӗлев", "Чӑрмав йӑрӑмӗ", "Пушар эстафети", 1000 метр тӑршшӗ кросс тапхӑрӗсем иртнĕ ĕнтĕ, малалла физкультура хатӗрлемелли тӗрӗслевсем сахал мар-ха, чӑтӑмлӑ та вăйлă пулмалла. Вӗсене ҫитӗнӳсем сунатпӑр! Чӗррӗн те сыввӑн кӗтетпӗр!

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри ача-пӑча пултарулӑх центрӗн социаллă сетьри страницинчен.

Хӑрушсӑрлӑх шкулӗнче ӑмӑртусем иртеҫҫӗ
Хӑрушсӑрлӑх шкулӗнче ӑмӑртусем иртеҫҫӗ
Хӑрушсӑрлӑх шкулӗнче ӑмӑртусем иртеҫҫӗ
Хӑрушсӑрлӑх шкулӗнче ӑмӑртусем иртеҫҫӗ
Хӑрушсӑрлӑх шкулӗнче ӑмӑртусем иртеҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: