Çутă çул
+2 °С
Юр
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
9 Июнӗн 2022, 21:16

Сывӑ пулас тесен ачаранпах физкультурӑпа туслă пулмалла...

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта вĕренекенсем çапла пĕтĕмлетÿ тунă.

Сывӑ пулас тесен ачаранпах физкультурӑпа туслă пулмалла...
Сывӑ пулас тесен ачаранпах физкультурӑпа туслă пулмалла...

Пишпÿлек районӗнчи ача-пӑча библиотекин ӗҫченӗ Гульназ Ахметова Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн кӑнтӑрла пулмалли лагерьти "Дружба" отрядри ачасем валли "Çула хатӗрлен, сывлӑхушӑн пуҫтарӑн" вӑйӑ ирттернĕ. Мероприяти вӑхӑтӗнче ачасем сывӑ пурнӑҫ йӗркин правилисем ҫинчен, вӗсем мӗнле витаминсем тата мӗнле пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырласенче усӑ курни ҫинчен пӗлнĕ. Организмшӑн мĕн усӑллӑ тата мĕн сиенлӗ пулнине пӗлнӗ, сывлӑх ҫинчен калакан ваттисен сӑмахӗсене аса илнӗ, хӑйсем валли кун йӗркине туса хунӑ. Ҫавӑн пекех хускануллă вӑйăсене хастар хутшӑннă, сывлӑхпа спорт çинчен тупсӑмсене тупнă.

Мероприяти вӗҫӗнче ачасем пĕтĕмлетÿ тунă: сывӑ пулас тесен ачаранах физкультурӑпа туслашмалла, сывӑ апат-ҫимӗҫ тата харпӑр хӑй гигиенин правилисене пӑхӑнмалла.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри ача-пӑча библиотекин социаллă сетьри страницинчен.

Сывӑ пулас тесен ачаранпах физкультурӑпа туслă пулмалла...
Сывӑ пулас тесен ачаранпах физкультурӑпа туслă пулмалла...
Сывӑ пулас тесен ачаранпах физкультурӑпа туслă пулмалла...
Сывӑ пулас тесен ачаранпах физкультурӑпа туслă пулмалла...
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: