Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
21 Июнӗн 2022, 20:54

Лагерьти кун ӑнӑҫлӑ иртнӗ

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн кӑнтӑрла пулмалли лагерьте Ача сабантуйӗ иртнӗ.

Лагерьти кун ӑнӑҫлӑ иртнӗ
Лагерьти кун ӑнӑҫлӑ иртнӗ

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн кӑнтӑрла пулмалли лагерьте Ача сабантуйӗ иртнӗ. Ҫанталӑк условийӗсене пула ҫак уяв шкулта иртнӗ. Ачасем тĕрлĕ ăматусенче вылянă: михӗсемпе чупнă, вырӑнтан вырӑна сикнĕ, сиккипе чупнă, чӳлмексем ҫӗмӗрнĕ, кӑшӑл ҫавӑрнă, тӗл пенĕ. Ҫавӑн пекех парнесене касни те пулнӑ. Уяв хаваслӑн та хӗрӳллӗн иртнӗ. 3-мĕш отряд Ситек ялӗнче "Асанне арчи" музейре пулнӑ.
Резеда Равиловна ертсе пынипе лаборатори малалла ӗҫленӗ. Паян тӗпчевҫӗсем 2-мĕш тата 4-мĕш отрядсем пулнӑ. Спорт конкурсӗсемпе вӑййисем иртнĕ.


Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

Лагерьти кун ӑнӑҫлӑ иртнӗ
Лагерьти кун ӑнӑҫлӑ иртнӗ
Лагерьти кун ӑнӑҫлӑ иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: