Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
13 Июлӗн 2022, 19:26

"Эсир кăмăллă пулсан" калаçу культури ҫинчен

Ачасем сӑпайлӑх правилисене вӗренесси пачах та йывӑр мар, кӑмӑл ҫеҫ пултӑр тесе пĕтĕмлетÿ тунă.

"Эсир кăмăллă пулсан" калаçу культури ҫинчен
"Эсир кăмăллă пулсан" калаçу культури ҫинчен

Районти ача-пӑча библиотекин библиотекарĕ М.Г. Имангулова "Эсир кӑмӑллӑ пулсан" хӑвна мӗнле тытмаллин культури ҫинчен калаҫу ирттернӗ. Мероприятие çамрăксен "Вектор" центрĕнчи кӗске вӑхӑтлӑх пулмалли ача-пӑча лагерĕнчи "Хӗвел çутинчи ҫуллахи каникул" ачасем хутшӑннă.
Библиотекарь ачасене Раççейре хăвна лайӑх тытмалли правилӑсен пӗрремӗш сыпӑкӗ пулса кайни ҫинчен каласа панă, сӑпайлӑх, ырӑ кӑмӑллӑх, туслӑх мӗн иккенне ӑнлантарнă, ачасемпе пӗрле ҫепӗҫ сӑмахсем, этикет правилисем, хӑвна мӗнле тытмаллин культурӑпа лайӑх хăкăл правилисем ҫинчен каласа панă.
Мероприяти яланхи пек мар "Сӑпайлӑхпа ырлӑх çӗршывӗ" ҫӗршыва кӑсӑкланса ҫулҫӳревпе тӑсӑлнӑ. Кунта ачасем тӗрлӗ станцисене ҫитсе курнă: "Салам аллейи", "Ыркăмăллăх шывĕ", "Сӑпайлӑх океанӗ", "Каҫару дворецӗ", "Пуçватмăш утравĕ".
Мероприяти вӗҫӗнче ачасем сӑпайлӑх правилисене вӗренесси пачах та йывӑр мар, кӑмӑл ҫеҫ пултӑр тесе пĕтĕмлетÿ тунă. Вӗсем кашни хӑйшӗн пӗр чӑнлӑха, кашни ҫыншӑн ырӑ чӗреллӗ, ырӑ чунлӑ, ырӑ сӑмахлӑ пулмаллине ӑнланса илнӗ.


Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлек район ача-пӑча библиотекин социаллă сетьри страницинчен.

"Эсир кăмăллă пулсан" калаçу культури ҫинчен
"Эсир кăмăллă пулсан" калаçу культури ҫинчен
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: