+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пăслăкри культура çурчĕ савӑнӑҫлӑ та шавлӑ ача-пӑчасене "Аван-и, ҫулла!" йăпану ваййине пухнă.
Пӗр-пӗринпе паллашни, урӑх тум тӑхӑннӑ эстафетӑсем, "Шӑши таппи", "Кун - каҫ", "Пулӑҫӑ" тата ытти вӑйӑсем ачасене хавхалантарнă, вӗсем савӑнсах вылянă. Ҫавӑн пекех ачасем чӑваш наци шав инструменчӗсемпе паллашнă, вӗсемпе кӑсӑкланса выляса пăхнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пăслăкри культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.