Июлӗн 20-мӗшӗнче "Артекра" Пӗтӗм Раҫҫейри ача-пӑча юхӑмӗн учредитель пухӑвӗ иртнӗ. Унта хутшӑнакансемпе делегатсем организаци тӑвассишӗн сасӑланă, унӑн уставне ҫирӗплетнĕ. Маларах каласа панӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ юхăм тӑвас закон çине Владимир Путин алӑ пуснӑ. Президент ҫӗнӗ юхӑмӑн Сӑнав канашне ертсе пыма килӗшнӗ.
- Эпир ачасемпе наставниксен хушшинчи ҫыхӑнусене ҫирӗплетмелли площадка пулса тӑрасса, ҫамрӑксен анлӑ проекчӗсене аталантарма условисем туса парасса, ачасемпе ҫамрӑксен пуҫарӑвӗсен шучӗ пысӑкрах пуласса кӗтетпӗр, - тет республикӑри патшалӑх комитечӗн ҫамрӑксен политики енӗпе ӗҫлекен председателӗ Яна Гайдук.
"Башинформ" информацийĕпе.