Июлӗн 21-мӗшӗнче Самара облаҫӗнче федерацин Атӑлҫи округӗнчи "iВолга-2022" Ҫамрӑксен форумӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Чаплӑ форума Фестиваль паркӗн (Мастрюков кӳллисем) территорийӗнче уçнă.
Аса илтеретпӗр, Ҫамрӑксен форумне Самара облаҫӗн правительстви йӗркелет, мероприятие РФ Президенчӗн ПФО полномочиллӗ представителӗ Игорь Комаров патронажӗпе тата ҫамрӑксен ӗҫӗнчи Федераци агентстви пулӑшнипе иртет.
"iВолга-2022" форума кӑҫал Раҫҫейпе Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсенчен, ҫавӑн пекех Беларуҫ, Луганск тата Донецк халӑх республикисенчен икӗ пин ытла ҫамрӑк ҫын килнӗ. Пушкӑртран форум ӗҫне 110 ҫын хутшӑнӗ. "iВолга-2022" уҫнӑ ҫӗрте форум делегачӗсене Раҫҫей Президенчӗн администрацийӗн ертӳҫин пӗрремӗш заместителӗ Сергей Кириенко саламланă. Унӑн ҫырӑвӗнче "iВолга-2022" ПФО форумӗ ҫамрӑксемшӗн округри тӗп мероприятисенчен пӗри пулнине палӑртнӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: ПФО Ҫамрӑксен форумӗн пресс-служби.