+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Ситекпуç ялӗнчи ача-пӑча площадкинче "Вӑйӑ-шутлав", "Авалхи халӑх вӑййисем" вӑйӑ программи иртнӗ.
Культура çурчӗн специалисчӗпе библиотекарь ачасем валли савӑнӑҫлӑ та кулӑшла вӑйӑсем ирттернӗ. Ачасем тĕрлĕ конкурссене хутшăннă: "Анлӑрах ҫаврашка", "Кушакпа шӑши", "Чышкала" вылянă, тусӗсемпе "Стена ҫумне стена" вăйăра ăмăртнă. Чӑваш шутлавне вӗреннĕ. Вӑхӑта хаваслӑн та пӗлсе ирттернĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.