Çутă çул
+20 °С
Облачно
Çамрăк ăру
5 Августа 2022, 14:04

Ситекре рыцарь турнирӗ ирттернӗ

Ачасен чыс, хӑюлӑх, ӑс-хакӑл, паттӑрлӑх пулнине кӑтартса памалла.

Ситекре рыцарь турнирӗ ирттернӗСитекре рыцарь турнирӗ ирттернӗ
Ситекре рыцарь турнирӗ ирттернӗ

Ситекре ачасене сӑпайлӑх правилисене вĕрентме сӑпайлӑхпа воспитани рыцарĕсен турнирӗ иртнĕ.
Ситекри ял библиотеки хаваслӑ та кӑсӑк вӑйӑ ирттернӗ - "Рыцарьсен турнирӗ" ятлӑ уҫӑ сывлӑшри ҫулҫӳрев. Вӑйӑ пуҫланас умӗн унта хутшӑнакансем кӑваккисемпе симӗссисен икӗ командине пайланнă. Ачасен ҫӑмӑл мар тĕрĕслевсем иртмелле, турнирта вӗренмелле, хӑйсен чыс, хӑюлӑх, ӑс-хакӑл, паттӑрлӑх пулнине кӑтартса памалла. Чӑн-чӑн Рыцарӗн логикӑлла шухӑшлама, йывӑр лару-тӑруран хӑвӑрт тухмалли майсем тупма пӗлмелле вӗт.
Малалла хутшӑнакансем "Комплиментсем", "Кам хӑвӑртрах", "Тӗл перекен куҫ", "Пултаруллӑ сунарҫӑсем" конкурссенче, "Рыцаре пух", "Тревога тӑрӑх пухӑн" эстафетăсенче пӗр-пӗринпе ӑмӑртнă.
Ҫавӑн пекех викторина ыйтӑвӗсем ҫине те хуравланă, юмах тупсӑмĕсене тупнă.
Ачасем пур тĕреслевсене те тивӗҫлӗн тӳссе ирттернĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекри ял библиотекин социаллă сетьри страницинчен.

Ситекре рыцарь турнирӗ ирттернӗ
Ситекре рыцарь турнирӗ ирттернӗ
Ситекре рыцарь турнирӗ ирттернӗ
Ситекре рыцарь турнирӗ ирттернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас