Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
8 Августӑн 2022, 18:13

Кунаккăлта кулмалли кун иртнĕ

Май килнӗ таран час-часах кулӑр!

Кунаккăлта кулмалли кун иртнĕ
Кунаккăлта кулмалли кун иртнĕ

Кунаккăлти культура çуртĕнче ачасемпе тӗл пулмалли черетлӗ кунра "Кулмалли кун" вӑйӑ программине ирттернĕ. Юмахсемпе ребуссем пулӑшнипе ачасем кулӑ мӗн иккенне пӗлнĕ. Вылянӑ чухне ачасем кулӑ илӗртнине, сивĕлĕхе илнине, пӗр чӗлхе тупма пулӑшнине кӑтартнă. Программӑн тӗп условийӗпе тӳрӗ кӑмӑллӑ пулмалла пулнӑ вӗт-ха. Ачасем тутисемпе тата куҫӗсемпе хусканусем тунипе саламланине, ырӑ кӑмӑллӑ пулнине, хавасланнине кӑтартнă. Тусӑмсем, ҫынсене кулӑпа ырӑ сунӑр-вӗсем сире пӗр-пӗрне юратнипе ответ тытӗҫ! Май килнӗ таран час-часах кулӑр!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Культура керменĕн социаллă сетьри страницинчен.

Кунаккăлта кулмалли кун иртнĕ
Кунаккăлта кулмалли кун иртнĕ
Кунаккăлта кулмалли кун иртнĕ
Кунаккăлта кулмалли кун иртнĕ
Кунаккăлта кулмалли кун иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: