Ачасем пурте ҫуллана юратаҫҫӗ, ку вӗт ҫулталӑкӑн чи ҫутӑ та савӑнӑҫлӑ вӑхӑчӗ. Пуринчен ытла, ҫулла ҫав тери интереслӗ занятисем тупма пулать! Ҫулталӑкӑн ҫак паллӑ вӑхӑтне Çирĕклĕри культура çуртĕнче "Акӑ мӗнле вӑл, пирӗн ҫулла!" вӑйӑ программине халалланӑ. Мероприяти вӑйӑ формипе иртнӗ. Программӑна юмахсем, эстафетӑсем, конкурссем, викторинӑсем — ҫулла темӑпа кĕнĕ. Ачасем чи вӑр-варрисем, шепписем, спортлисем пухӑннӑ. Вĕсем хăйсем ҫуллана мĕнле ирттерни ҫинчен хаваслансах каласа кӑтартнă, тупмалли юмахсен тупсӑмне тупнă, викторина ыйтӑвӗсем ҫине ответленĕ. Ачасене ҫӑмӑллӑх, хӑюлӑх тата тавҫӑрулӑх кӗтнĕ "Тинӗс фигури шӑплан", "Хӑвна валли мӑшӑр туп" вӑйӑсенче. Мероприяти питӗ чаплӑ та туслă, ача-пӑча куллипе, савăнăçĕпе иртнĕ. Пурте харсӑр та лайӑх кӑмӑл-туйӑм илнӗ!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.