+3 °С
Уҫҫӑнах
Федераци ҫамрӑксен ӗҫӗсен агентстви "Росмолодежь. Гранты. 2 сезон" грантсен иккӗмӗш конкурсне хута ярать.
Мероприятие 14 ҫултан пуҫласа 35 ҫула çитиччен Пушкӑртстанра пурăнакан ҫынсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫакна тума ҫемье хаклӑхӗсене аталантарма тата пулӑшма, пӗчӗк территорисене тата социаллӑ пӗлтерӗшлӗ ытти темӑсене аталантарма тӗллев лартнӑ проекта тӑратмалла. Списокра пурӗ 15 номинаци, унпа ведомство сайчӗ ҫинче паллашма пулать. Заявкӑсене августӑн 22-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.
"МГ" информацийĕпе.