Тӗнчере юмах нумай
Хурлӑхлӑ та кулӑшла.
Ҫут тӗнчере пурӑнса ирттерме
Пирӗн вӗсемсӗр юрамасть.
Ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче "Асамлӑ юмахсем" ятлӑ куна "Юмах суя, анчах унта ырӑ маттурсене канаш пани пур..." сăмахсемпе пуҫланнӑ.
Юмахра яланах вӑрттӑн шухăш пур: ан ултала, ан ҫӑткӑнлан, ан сут. Юмах ялан вӗрентет - ырлӑх яланах ырӑпа таврӑнать. Кун ҫинчен ачасем кӑсӑк калаҫуран пĕлнĕ, унтан вĕсем актерсен ӑсталӑхӗн тӗнчине куҫнă, "Ҫарӑк", "Теремок", "Йăва" юмахсенчи геройсем пулса тӑма вӗренес тесе тӑрӑшнă. Сӑмах май, постановкӑсем лартмалли маскӑсене ачасем хӑйсем тунă.
Ачасем юмахсен асамлӑ тӗнчинче хаваслансах пурӑнаҫҫӗ, унта ҫӗнӗрен те ҫӗнӗрен таврӑнасшӑн.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн социалла сетьри страницинчен.