"Пӗр-пӗрне лайӑх пӗлетпӗр-и эпир" ятлӑ ача-пӑча вӑййи программи Пишпÿлекри Культура керменӗн площадӗнче иртнӗ. Эпир пурте тӗрлӗрен вӗт, пӗр пек мар, анчах хамӑр майлӑ интереслӗ те нихҫан пулманскерсем. Ҫавӑнпа та, пӗр-пӗрин ҫинчен ытларах пӗлес тесе, ҫак вӑйӑ программине лартнă.
Саламланӑ хыҫҫӑнах ачасем унӑн кӳрши мӗн ҫинчен ӗмӗтленнине, унӑн мӗнле юратнӑ апачӗ, ашшӗ ячӗпе мӗнле чӗннине, мӗнле юратнӑ предмет, кӗнеке, хобби пулнине пӗлнĕ. Вӗсем мӗнпе пӗр евӗрлӗ тата мӗнпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ иккенне тĕпченĕ. "Комплимент" ятлӑ упражненире ачасем пӗр-пӗрне лайӑх сӑмахсем парнеленӗ, "Ачаш ятпа" - ӑна килте мӗнле ачашшӑн чӗннине аса илме сӗннӗ. Ҫавӑн пекех "Тинӗс хумханать", "Кашӑксемпе теттесене куçар", "Хоккей" вӑййисене те хутшӑннă. Вӗҫленӗ хыҫҫӑн ачасем пӗр-пӗрне ырӑ сӑмахсенчен парне тунă: малтанах хатӗрлесе хунӑ тӗрлӗ тӗслӗ хут листисем ҫине "Эсӗ" тесе ҫырнӑ комплиментсем ҫырнă та Тишка клоун пурне те тутлӑ парнесем панă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Культура керменĕн социаллă сетьри страницинчен.